Етӗрне районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын хурамапа ҫӑка каснӑ. Йывӑҫ каснине лесник асӑрханӑ. Вӑрах тӑхтамасӑр вӑл вырӑнти йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Лесник ӗнентернӗ тӑрӑх, йывӑҫсене касма никама та никам та ирӗк паман.
Пакунлисем вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Чӑн та, каснӑ. Пурӗ 11 йывӑҫ туни тӑрса юлнӑ. Оперативлӑ тӗпчев ӗҫченӗсем машина ҫулӗпе кайса утара ҫитсе тухнӑ. Унӑн хуҫи 57 ҫулти арҫын иккен. Йывӑҫсене вӑл кил тӗрӗшре кирлӗ тесе каснине йышӑннӑ. Вӑрман хуҫалӑхне вӑл 20 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Халӗ утарҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 260-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл статьяпа килӗшӳллн ҫынна 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать е — 100 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама.
Шупашкарти 19-мӗш шкулта вӗренекен Сергей Михайлов ашшӗпе пӗрле Етӗрне районӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Арҫын ача пӗве варрине ишсе ҫитсен пуҫӗпех шыва путнӑ хӗрачана курнӑ та ӑна пӗр тӑхтамасӑр пулӑшнӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Унтан хӗрачана пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ҫак хӗрача яла тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ-мӗн, шӑрӑх ҫанталӑкра шыва кӗме шутланӑ. Юрать, вӑл путнине 8-мӗш класс пӗтернӗ Сергей курнӑ. Арҫын ача ҫӑмӑл атлетикӑпа тата йӗлтӗр спорчӗпе кӑсӑкланать. Вӑл программист пуласшӑн.
Хӗрачан тӑванӗсем Сергея тав тӑваҫҫӗ. Арҫын ачан шухӑшӗпе вара, вӑл паттӑрла ӗҫ туман, ҫынна йывӑрлӑхра пулӑшнӑ ҫеҫ.
Етӗрне районӗнчи Ҫатра ялӗнче пушар алхаснӑ. Ку инкек ҫынна пула тухман.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ҫатра ялӗ ҫывӑхӗнче аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре 80 ҫулти хӗрарӑмӑн мунчине аҫа ҫапнӑ. Мунча тӗппипех ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи хӗрарӑмӗ хӑй шар курман.
Ҫулӑм хӑмаран ҫапса тунӑ вутӑ сарайне кӑштах куҫма ӗлкӗрнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман – сӳнтернӗ.
Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра 7 пушар пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра Етӗрне районӗнче тискер чӗрчунпа ҫыхӑннӑ авари пулнӑ. М-7 ҫулӑн 595-мӗш ҫухрӑмӗнче «Фольксваген» ҫул ҫине тухса кайнӑ пӑшие ҫапса кайнӑ.
Руль умӗнче 36 ҫулти арҫын ларнӑ, вӑл Кемӗр облаҫӗнчен. Аварире машина та арканнӑ. Водитель те, пӑши те вырӑнтах вилнӗ.
Палӑртмалла: ют регион арҫынни пирӗн республика урлӑ таҫталла кайнӑ. Шел те, Етӗрне районӗнче пӑши пула унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паян кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлассипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла ача уйлӑхӗсене ӗҫлеттермӗҫ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская каланӑ тӑрӑх, чару мерисен иккӗмӗш тапхӑрӗ ҫине куҫма иртерех. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем Шупашкар хулинче уйрӑмах йышлӑ. Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмӑршӑ районӗсем те «хӗрлӗ зонӑра» шутланаҫҫӗ. Вируспа вӑйпиттисем ытларах чирлеҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ернисенчен пысӑк пайӗ — 30-39 тата 50-59 ҫулсенчи ҫынсем.
«Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) ача-пӑча санаторийӗ медицина организацийӗ шутланать. Ҫавӑнпа ӑна утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн уҫӗҫ.
Етӗрне районӗнче ӗнертенпе ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫӗ тытӑннӑ. Унӑн кандидатурине ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине вырӑнти ҫынна, ял хуҫалӑх пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Александр Семенова тыттарнӑ.
Конкурса хутшӑннӑ тепӗр ҫын та — вырӑнтисемех. Вӑл — Алексей Иванов, Гостехнадзор инспекцийӗн Етӗрне районӗнчи аслӑ инспекторӗ — инспекци пуҫлӑхӗ.
Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Софронова ӗҫрен кӑларассине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Софронова хӑй ирӗкӗпе заявлени ҫырма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хистенӗ. Асӑннӑ пуҫлӑхӑн ӗҫрен кайма тивни вӑл тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ имӗш.
Хут ҫинче ҫырнӑ тӑрӑх, патшалӑх тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерессишӗн яваплӑ. Чӑн пурнӑҫра вара ҫак ыйту йывӑррӑн татӑлса пырать. Хыснара ҫав тӗллевпе укҫа хӗсӗккине пула тӑлӑхсен правине хӳтӗлес тесе прокуратурӑна ҫитме тивет, унтисен – суда. Суд кӑларнӑ йышӑнӑва вырӑнти тӳре-шаран пурнӑҫламах тивет.
Тӑлӑхӑн ҫурт-йӗр ыйтӑвне ҫак эрнере Етӗрне районӗнчи судра пӑхса тухнӑ. Тавӑҫпа суда прокуратура ҫитнӗ. 2011 ҫултах пӗр тӑлӑха хваттер черетне тӑратнӑ, каччӑ пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртра пропискӑра тӑнӑ. Прокуратура тавӑҫне суд тивӗҫтернӗ. Район администрацине ҫамрӑка пурӑнмалли кӗтеслӗ тума хистекен йышӑну кӑларнӑ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫынна пулла саккун пӑсса тытнӑшӑн пуҫиле майпа явап тыттарнӑ.
Асӑннӑ районти ялсенчен пӗринче пурӑнаканскере РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «б, в» пункчӗсемпе явап тыттарас тенине район прокуратури те ырланӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 62-ри арҫын 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн ҫурринче Сӑр юханшывӗнче тетӗл лартнӑ. Вӑл ҫапла мелпе пулӑ тытнин тӑкакне 7 пин ытла шутласа кӑларнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарнӑ. Суд ӑна пуҫиле майпа 5 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймӗн-ха.
Чӑваш Енри уйсенче сӑтӑрҫӑ сарӑлнине пӗлтереҫҫӗ. Куҫа курӑнман хурт-кӑпшанкӑ – нематод – ҫӗрулмине тапӑннӑ. Ӑна пула глободероз чирӗ пуҫланас хӑрушлӑх пур.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хурт-кӑпшанкӑ 359 ялти 6364 ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчи ҫӗрулмине тапӑннӑ. Пӗтӗмпе – 1360,3 гектар.
Нематод ҫӗрулмине тапӑнсан вӑл ӳсме пӑрахать, ҫулҫи тӗссӗрленет, пӗтӗрӗнет те майӗпен шанать.
Вӑл уйрӑмах 9 районта сарӑлнӑ: Комсомольски, Вӑрнар, Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел, Муркаш, Канаш, Етӗрне тӑрӑхӗсенче.
РСФСР тата Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Большаков ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вилнӗ.
Анатолий Кузьмич 1938 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Иккӗмӗш Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнчи актер студийӗнче вӗреннӗ. 1957 ҫулта ҫав театра артист пулса ӗҫе вырнаҫнӑ, ҫав вӑхӑтрах режиссер пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ, каярах ӑна труппа заведующине куҫарнӑ.
Анатолий Большаков радио- тата телеспектакльсенче ӳкерӗннӗ. Вӑл тӑлмачӑ пулнипе те паллӑ. Федерико Гарсии Лоркӑн «Юнлӑ туй», «Арҫынсӑр хӗрарӑм», Виктора Розовӑн «Хир сысни», Бориса Дроздӑн «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп», Эмилиь Брагинскийӑн «Тӗлӗнтермӗш хӗрарӑм», Алексея Поповӑн «Телейлисем», «Юратура — телей» тата ытти ӗҫсене чӑвашла куҫарнӑ. Анатолий Кузьмич 10 ытла пьеса авторӗ. Ҫав шутра — «Ах, юрату, юрату», «Ан кай», «Хӑп-хап».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |